Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман.
ЧР Транспорт министерстви хула ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрут ҫине вӑтам класлӑ автобуссем тухнӑ. Хальлӗхе унашкал 10 транспорт ҫӳрет. Ҫитес эрнере тепӗр 5 ҫӗнӗ автобус ҫула тухмалла Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пӗтӗм автобуса ҫӗннисемпе улӑштармалла.
Ҫын нумай чухне автобус кашни 10 минутра ҫӳрӗ. Ытти вӑхӑтра - кашни 20 минутра.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем.
Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче.
Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унӑн предприятие тӑкаксӑр ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Валерий Федоров пурнӑҫлать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Унта эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ: эрнекунсерен тата шӑматкунсерен. Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.
Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать. «Эпир ҫавӑн пек вӗренекенсене питӗ юрататпӑр», — теҫҫӗ музейра.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗре шыраҫҫӗ.
28 ҫулти Валентина Кузьмина килӗнчен юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ та килне халӗ те таврӑнман.
Ҫывӑх ҫыннисем уншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шырама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсене явӑҫтарнӑ.
Хӗр 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗҫ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр сумкӑпа пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗр ӑҫтине пӗлекенсене (800) 700-54-52 е 112 номерпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх - Шупашкарта. Уявӑн тепӗр лапамӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инфраструктурӑна аталантарма 10 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Республика кунӗ Куславкка районӗнче иртнӗ. Вӑл та ҫакӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ уяв мероприятийӗсен планне хатӗрлесе ҫирӗплетӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ склад ҫуннӑ. Унта сӑрӑсем туса кӑлараҫҫӗ.
Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Тӳпенелле хӑпаракан ҫӑра хура тӗтӗм таҫтанах, Шупашкартан та, курӑннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑрт сӳнтерме пултарнӑ.
Пушар склад ҫуртне сиенлетнӗ. Сӑрӑсем те ҫуннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.
Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла.
Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.